Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Васильева М.Н. 6В класра чăваш поэчĕсен сăввисем тăрăх «Тăван чĕлхене упра, юрат» поэзи сехечĕ ирттерчĕ.
Мероприяти тĕллевĕсем: 1) тăван чĕлхен илемне туйса илме хăнăхтарасси;
2) илемлĕ сăмах ăс-тăна, шухăш - туйăма вăратни, чун-чĕрене хускатнине туйтарасси;
3)Тăван çĕр -шыва, атте-аннене, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси.
Г.Н.Волков академик: «Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», - тенĕ Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хăйĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Паянхи кун çак ăслă шухăша çамрăк ăру чăваш çыравçисен хайлавĕсене вуласа пĕлме пултарать. Ваçлей Давыдов-Анатри, П.Хусанкай, Я. Ухсай, А.Артемьев, Анатолий Юман, А.А.Воробьев, М.Юхма, Н. И. Шелепи , Р.Сарпи, Николай Сандров, А. Афанасьев çырнă сăвă йĕркисене ачасем чунтан каларĕç.
Мероприяти сăвă йĕркисенчен илнĕ пĕтĕмлетўпе вĕçленчĕ:
«Кам тăван чĕлхене юратмасть,
Вăл тăван амăшне юратмасть.
Кам тăван амăшне юратмасть,
Вăл тăван халăхне юратмасть.
Кам тăван халăхне юратмасть,
Вăл Тăван çĕр-шывне юратмасть».