Вăл ĕмĕр асра пулĕ

 

1992 çултанпа чăваш чĕлхин никĕсне хываканĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И. Я. Яковлев çуралнă куна Чăваш чĕлхин кунĕ тесе палăртаççĕ. Патшалăх шайĕнче паллă тăвакан йăлана кĕнĕ уявсем хушшинче Чăваш чĕлхин кунĕ уйрăм вырăн йышăнать тата вăл тăван чĕлхене пирĕн халăх, патшалăх, общество виçесĕр юратнин палли пулса тăрать. Çавна пула ĕнтĕ чăваш халăхĕн ĕмĕрхи ăс-хакăлĕ, культурăпа истори палăкĕсем çуралнă. 
Аслă çутта кăларакăнăмăр Иван Яковлевич Яковлев ырми-канми тăрăшнине пула чăваш сăмахĕ шкулсен класĕсенче тата аслă шкулсен аудиторийĕсенче, театр сцени çинче, кĕнекесен тата хаçат-журнал страницисенче тивĕçлипе янăрать. Паян пирĕн пуян та сăнарлă чĕлхемĕр çĕнĕ вăй-хăват туянчĕ. Пирĕн тăван чĕлхе чи çÿллĕ трибунăсем çинчен янăрать, унран тĕлĕнеççĕ, алă çупаççĕ. Интернет сечĕ пĕтĕм тĕнчери халăха чăвашла эфира тухакан радиокăларăмсене итлеме, çĕнĕ хыпарсен ярăмĕсемпе телефильмсене пăхма, электрон кĕнекисене вулама май парать. 
И. Яковлевăн ĕçĕпе пурнăçĕ — хăйĕн халăхне чунтан парăннин тĕслĕхĕ. Вăл вĕрентĕве çеç мар, наукăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. И. Яковлевăн педагог тата обществăлла ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕм тĕнчипех пысăк сум çĕнсе илчĕ. 
И. Яковлев 1848 çулта Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче çуралнă. Ыран шăпах вăл çуралнăранпа 164 çул тултарать. И. Яковлев 1856 çулта Пăрăнтăк шкулĕнче вĕреннĕ. Пăрăнтăкри удел училищи хыççăн И. Яковлева Чĕмпĕрти çĕр виçекенсен шкулне вĕренме яраççĕ. Ун хыççăн вăл Чĕмпĕр, Самар кĕпĕрнисенче çĕр виçевçисен пулăшаканĕ пулса ĕçлет. 
И. Яковлев çак тапхăрта чăваш халăхĕ нишлĕхре, тĕттĕмлĕхре пурăннине туйса илет. Унăн ăна çутта кăларас шухăш çуралать. Çавна валли вара пĕлÿ кирлĕ. Вăл Чĕмпĕр гимназине ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерет. 1870 çулта Хусан университетне вĕренме кĕрет. Çавăнтан тытăнать те И. Яковлев халăха çутта кăларас ĕçе, ăна вăл мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пурнăласа пырать. 1872 çулта çырулăхсăр пурăннă чăвашсем алла И. Яковлев çырнă пĕрремĕш чăваш букварьне тытаççĕ. Вăл чăваш алфавитне йĕркелекенĕ те. 
Çавăнпах эпир ăна чăваш халăхĕн Улăпĕ тетпĕр. Вăл пирĕн асăмра ĕмĕр-ĕмĕр пулĕ. 
Чĕлхе пур чух халăх та пурăнать, теççĕ. Хакĕ çук çак пуянлăха сыхласа хăварасси — пирĕн пĕрлехи тивĕç. Тăван культурăпа халăха юратни — обществăн ăнăçлăх никĕсĕ тата ытти нацисемпе культурăсене хисеплени.