Ака уйăхĕ чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекенсемшĕн питĕ хĕрўллĕ вăхăт. Республика тата район шайĕсенче, шкулсенче те Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисем, чăваш чĕлхипе литература эрни ирттереççĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекенсен методика ассоциацийĕ ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шулюри пĕтĕмĕшле пĕлў паракан шкулта иртрĕ. Вĕрентекенсем виçĕ ыйту татса пачĕç: 1. Уçă урок итлесе сўтсе явасси; 2. 2011-2012- мĕш вĕренў çулĕ вĕçĕнче 9-мĕшпе 11-мĕш классене экзаменсем тыттарасси; 3. ИКТ мелĕпе усă курса чăваш чĕлхипе тата литературипе хатĕрленĕ методика кăтартăвĕсен конкурсĕн фестивалĕ.
«Синонимсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси» темăпа Тарасова Галина Ивановна пиллĕкмĕш класс в ренекенĕсемпе питĕ тухăçлă та интереслĕ уçă урок ирттерчĕ. Урока çамрăк вĕрентекен методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс хатĕрлени, ачасем йывăр лару-тăруран тухма пултарни итлеме пынисен кăмăлне кайрĕ. Тарасова Г.И. малашне татах та çитĕнўсем тума ырă сывлăх сунчĕç пухăннă вĕрентекенсем.
Иккĕмĕш ыйтупа районти чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекенсен методика ассоциацийĕн ертўçи Жукова Л.В. тухса калаçрĕ. Вăл 2012 çулта 9-мĕш класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе экзамен икĕ майлă тытма ирĕк панине пĕлтерчĕ: кивĕлле (творчествăллă изложении çырса) тата çĕнĕлле (ППА – патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ йĕркипе). Пирĕн районри 9-мĕш класра вĕренекенсем пурте творчествăллă изложени çырма йышăннă. 11-мěш классен те чăваш чĕлхипе литература предметне ППЭ (патшалăхăн пĕтĕмĕшле экзаменĕ) йĕркипе суйласа илсе тытма май пур. Шел пулин те, пирĕн районтан пĕр çын çеç чăваш чĕлхипе литература предметне суйласа илме кăмăл тунă.
Виççĕмĕш тапхăрта вара чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекенсем хăйсем хатĕрленĕ методика кăтартăвĕсене хўтĕлерĕç: Данилова Р.Н. ( Мăн Этмен шкулĕнче вĕрентекен), Яруткина С.В. (Хусанушкăнь шкулĕнче вĕрентекен), Шорникова Е.А. (Атнар шкулĕнче вĕрентекен), Мурайкина С.В. (Тури Çĕрпўкасси шкулĕнче вĕрентекен) , Ешмейкина Л.В. (Атнар шкулĕнче вĕрентекен). Фестивале хутшăннă вĕрентекенсен ĕçĕсене ятарлă комисси тепĕр хут пăхса тухса çитес вăхăтра хак парать.
Чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекенсен методика ассоциацийĕ Шулюри пĕтĕмĕшле пĕлў паракан шкулăн администрацине, вĕрентекенсене, кунта ĕçлекенсене ăшшăн кĕтсе илсе тараватлă, тимлĕ пулнăшăн чунтан тав тăвать, ĕçре çитĕнўсем тума çирĕп сывлăх сунать.
Васильева М.Н.