Новости о кадетском классе на Чувашском телевидении

Хĕрлĕ Чутайĕнчи вăтам шкулта кадетсен класне йĕркеленĕ 

Çын пуласси ачаран паллă. Чун çирĕплĕхне хытарма, ăс-тăн çивĕчлĕхне туптама, йывăр лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума мĕн пĕчĕкренех хăнăхмалла. Çакна тĕпе хурса Хĕрлĕ Чутайĕнчи вăтам шкулта çур çул каялла кадетсен класне йĕркеленĕ. Кадетсем 7-мĕш класра пĕлỹ илеççĕ. Уроксенче вĕрентекенсен ыйтăвĕсене пĕр такăнмасăр хуравлаççĕ. Çакă ачасем яваплăха туйнине кăтартать. Туслăх та малти вырăнта. Аня Самандейкина каланă тăрăх, кадет класне лекме малтан суйлав конкурсне тухмалла. Унта чи пултаруллисене çеç йышăнаççĕ. Халĕ кадет класĕнче 27 ача. «Çăмăлах мар, паллах, çапах хăнăхма пулать», - теççĕ вĕсем. Кадетсен шкул форми ытти ачасеннинчен уйрăлса тăрать, урокĕсем те пĕр мар. «Пуласлăхра хамăр шкул чысне тĕрлĕ шайри ăмăртусенче те тивĕçлĕ хỹтĕлесшĕн эпир», - теççĕ вĕсем. Кадетсем шкултах çар ĕçне хăнăхаççĕ. Плац çинче утасси, тĕрлĕ хăнăхтарусем тăвасси вĕсемшĕн халь çĕнĕлĕх мар. Хĕç-пăшал салатса пуçтарма, автомат магазинне патрон тултарма та пултараççĕ. Çар ĕçне ачасене Эдуард Романов вĕрентекен хăнăхтарать. Хăй вăхăтĕнче хĕсметре тăни тата пурнăç опычĕ ăна самай пулăшса пыраççĕ. Кĕçех расписанине çĕнĕ уроксем хушăнĕç. Ачасем çăлавçăсен ĕçне тата кĕрешỹ мелĕсене вĕренĕç. 

                                                     Леонид Петров, Сергей Мышев

Видео