Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11А класра вĕренекен А. В. Пименова кăçал Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятран паракан стипендине илсе тăрать.

Пĕрремĕш класранпах хăйне лайăх енчен çеç кăтартса, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан хĕрупраç темĕнпе те кăсăкланать. Алена районти Культура çурчĕн "Колибри" ташă ушкăнĕпе сцена çине тухать, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнать, шкулти çамрăк армеецсен ушкăнĕпе пĕрле "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене хутшăнать.

Район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса А. Пименова юлашки çулсенче физкультурăпа, ОБЖ-па малти вырăнсене йышăннă, физкультурăпа пĕлтĕр республика шайĕнчи олимпиадăна та хутшăннă. Спортпа туслă хĕрача "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплексăн нормисене пурнăçласа ылтăн паллăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех Алена шкулти тата район шайĕнчи тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕсене, фестиваль-конкурссене тăтăшах хутшăнать. Пултарулăхне кура вăл 2015 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Халĕ Алена хăйĕн вăхăтне ытларах патшалăх экзаменĕсене хатĕрленес енĕпе уйăрать. Шкул саккипе сывпуллашсан ăçта вĕренме кĕрессине тĕплĕн палăртман пулин те, экзаменсенче аван кăтартусем туни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланать вăл. Маттур хĕрупраçа çутă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме малашлăхра пысăк ăнăçу сунас килет.

А.КАРПОВА.

Источник