Чăваш чĕлхи эрнине уçни

Чăваш чĕлхи эрнине уçни

Паян ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта Чăваш Енĕн паллă çыннисене халалланă чăваш чĕлхипе литератури эрни пуҫланчĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать. Ӗҫсене вара тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ.

9К, 11-мĕш классенче вĕренекенсем умĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Васильева М.Н., районти вулаваш библиотекарĕ Чубайкина Е.Г Ара Мишшин «Тăвалла çул» кĕнекипе паллаштарчĕç. Ку кĕнеке çамрăксемшĕн усăллă пулнине çирĕплетрĕç. Çамрăксен пĕр-пĕрне хаклама, хисеплеме пĕлмелли çинчен пĕтĕмлетÿ турĕç.

 «Ермей Иванович Рожанский – чăвашла пĕрремĕш кĕнеке кăларнă ентеш» калаçăва 5Б, 11-мĕш классенче вĕренекенсем  калаçăва хутшăнчĕç. Васильева М.Н ачасене Ермей Рожанский пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн паллаштарчĕ.

«Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе» викторина 6В, 7В классенче иртрĕ. Пур класс та викторинăра хастарлăх кăтартрĕ. 6В класран 1- мĕш вырăн- Емельянова А., Герасимова Д.; 2-мĕш вырăн-Чубайкина Н.; 3-мĕш вырăн-Максимова А.  

7В класра чи пултаруллисем: Ульянова А.,  Никифорова А., Чумаков Д., Самарин Д.

 

Иванова В.Е., чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ