2022-мĕш çулхи
пуш тата ака уйăхĕсенче республика шайĕнче
«Чéрé сǎмах» / «Живое слово» проза хайлавĕсене
илемлĕ каласа паракансен конкурсĕ иртрĕ.
Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш енĕн паллă çыннисене халалланă. Конкурс
тĕллĕвĕ - шкулта вĕренекенсем тăван чĕлхепе литературине ăша хывса ăнланма
пултарнине аталантарасси.Конкурса хутшăнакансем
Чăваш Республикин вĕренÿ учрежденийĕсенчи 5-11 класра вĕренекенсем пулчĕç. Пĕтĕмпе
200 ача хутшăнчĕ. Вĕсем шутĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 5Б класра вĕренекен Романова
Надежда та пулчĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх вăл 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Надежда Юхма Мишшин «Профессор «айăпĕ» хайлав сыпăкне пăхмасăр
пултаруллă каласа пачĕ. (Хайлавра чăваш
чĕлхине тĕпчес ĕçре питĕ тарăн йĕр хăварнă Василий Георгиевич Егоров профессор
пирки сăмах пырать). Эпир хастар та тăрăшуллă вĕренекене малашлăхра ăнăçу сунатпăр.
Васильева М.Н., чăваш чĕлхи учителĕ
Васильева М.Н., чăваш чĕлхи учителĕ