Хĕрлĕ Чутай районĕн педагогика ветеранĕ,
Законова Галина Михайловна, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать: ал ĕçĕ
тăвать, мăнукĕн шкулти ĕçĕсемпе интересленсех
тăрать, шкула килсе вĕрентекенсемпе тĕл пулать, ăслă канашсем парса хăварать. Шкулта
музей уçăлнине пĕлсен раштав уйăхĕнче кунти экспонатсемпе паллашма та вăхăт
тупрĕ вăл.
Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче вара хăй те шкул
музейĕн фондне паха экспонатсем парнелерĕ: мăн асламăшĕнчен юлнă тĕрĕллĕ ал шăллисем,
чăваш хĕр арăмĕн тумĕ (масмаксем, тĕрĕллĕ пуç тутрисем, саппунсем, кĕпе), вырăн
таврашĕ валли чĕнтĕрлесе тунă виткĕчсем. Галина Михайловна кăмăлтан парнеленĕ
япаласем музей экспозийĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç.
Шкул администрацийĕ пурнăç уттинчен юлман хастар Галина Михайловна Законовăна тав сăмахĕ калать, çирĕп сывлăх сунать, çемьере килĕшÿ сунать.