Экскурсия

 

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен 10Б класс ачисем Шупашкар хулинчи «Çеçпĕл» музейне Валерий Туркай 50 çул тултарнă тĕле йĕркеленĕ «Чăвашшăн чăваш» курава çитсе килме кăмăл турĕç. Музей хамăр паллă та пултаруллă поэтăмăр пирки питĕ пуян материал пухнă. Вĕренекенсем Валерий Туркай пурнăçĕпе тата унăн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Вăл кăларнă 10 кĕнекепе паллашрĕç, поэт вулакан сăвăсене фонохрестоматипе итлерĕç. Музейри  вăхăт кашнишĕнех тухăçлă та интереслĕ иртрĕ.