Нарăсăн 2-мĕшĕнче чăваш чĕлхине вĕренекен, чĕлхе пĕлĕвĕпе интересленекен шкул ачисем «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурса хутшăнма пултараççĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси.
Вăйă конкурс шкулта иртет, вĕренекене нимĕнле йывăрлăх та кÿмест, ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение «Красночетайская средняя общеобразовательная школа" Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих