Васильева М.Н. 3Б класра « Тăван чĕлхе пире вăй парать» урок ирттерчĕ.
Урок тĕллевсем: 1. Чăваш чĕлхине хисеплес туйăма ачасенче вăратасси ;
2.Ачасен тавракурăмне, шухăшлавне, тимлĕхне аталантарасси.
Урок вăйă евĕр иртрĕ. Класри ачасем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ ĕç турĕç: цифрограмма вуласа урок темине пĕлчĕç, ваттисен сăмахĕсене пухса шухăшне уçса пама пултарчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыраса тупрĕç, вырăсларан чăвашла куçарчĕç, ребуса вуласа тупсăмне пĕлчĕç. Урокра ĕçленĕшĕн ачасем лайăх паллăсем çеç илчĕç. Çав палла ачасене верентекен мар – кроссворд тупсăмĕ лартма пулăшрĕ. Кроссворд тупсăмне икĕ ушкăнĕ те пĕлчĕ. Апла пулсан пурне те – «пиллĕк». Урок тухăçлă та интереслĕ иртрĕ. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ.