Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 8А класра чăваш Патриархĕн «Чăваш халăхне» халалĕ тăрăх конференци урок итрĕ. И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Халал çичĕ пайран тăрать. Кашни пайĕпе вĕренекенсем хăйсен шухăшĕсене тухса калаçрĕç: Тинехпейкин Максим, Тимофеева Диана, Елгайкина Людмила, Полозина Татьяна, Абакумов Дмитрий. «Пире, çамрăксене, çак тарăн шухăшлă халал ăс парать, тĕрĕс-тĕкĕл пурăнма вĕрентет, малашлăхра ырă çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Халал кирек хăш халăхăн пулас ăрăвне аталантарса вĕрентмелли ĕмĕр сÿнми литература палăкĕ пулса тăма тивĕçлĕ», - пĕтĕмлетÿ турĕç вĕренекенсем. Тухса калаçакансен шухăшĕсемпе вĕренекенсем те килĕшрĕç.
«Иван Яковлевич Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Унăн халалĕ пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăчĕ. Вăл тăван халăха, Тăван çĕр-шыва ĕмĕр-ĕмĕр юратма, ĕçе, çемьене хисеплеме, çынсене пулăшма, пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма вĕрентет. Халалри ăслă шухăшсене яланах асра тытасчĕ, нихăçан та манас марччĕ», - вĕçлерĕ урока чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Васильева М.Н.