Чăвашсен пур сумлă çын,
Пурте ун ятне пĕлеççĕ.
Ваттисем калаçнă чух
Ырăпа çеç ас илеççĕ.
А. Кăлакан
Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта туртнă паттăра Иван Яковлевич Яковлева чысласа ака уйăхĕнче çулсеренех чăваш чĕлхи эрни ирттереççĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Васильева М.Н. 5А класс ачисене И. Я. Яковлев çырнă калавсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.
И. Я. Яковлев калавĕсем паянхи шкул ачисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче çамрăк ăрăва гуманизм тĕллевĕсене тĕпе хурса сапăрлăх парас шухăш яр уççăн палăрать.
«Суеçĕ», «Кăлăх тавлашакансем» калавсем пĕр-пĕрне хисеплеме, çынра тĕрĕслĕхе аталантарма вĕрентеççĕ. «Чăлха çыхни», «Кахалпа юлхав» калавсенче вара ачасене ĕçе юратма, аслисене пулăшма хăнăхтарас тĕллев палăрать.
Чăвашсем авалтанах вăрă ĕçне тăвакана юратман. Ялсенче вăрăпа тытнă
çынна калама çук вăйлă намăслантарнă. «Çухалнă укçа тупăнни» калавра вăрă ĕçĕнчен пăрăнмалли, чыса ачаран упрамалли çинчен каланă. «Йăлăнтарни» калав та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл çыннăнне хапсăнмалла мар тесе вĕрентет, таса чунлă пулма хистет.
И. Я. Яковлев калавĕсемпе паллашнă хыççăн ачасем хăйсем тĕллĕнех пĕтĕмлетÿ тума пултарчĕç: хăш сăнарĕ ырă е хăшĕ – парахатарсăр, мĕн тĕрĕс е мĕн йăнăш; мĕнле ĕç тусан ыр ятлă пулатăн, хăш ĕçе тусан ятна çухататăн, варалатăн. Кашни калавăн тĕп шухăшне ваттисен сăмахĕсемпе палăртма пултарчĕç.
Чăваш Патриархĕ çырнă калавсем паянхи кунта пĕлтерĕшне çухатманни – чи пахи. Вĕсем çамрăксене ăс параççĕ, тĕрĕс-тĕкĕл пурăнма вĕрентеççĕ.