Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче 6А класра вĕренекенсем «Чăвашкино» аталанăвĕ пирки тухса калаçрĕç. Ачасене И.С. Максимов-Кошкинский «Чăвашкино» епле аталантарса яни кăсăклантарса ячĕ. Халăх историйĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлнă «Сарпике», «Хура юпа», «Ял», «Апайка», «Киремет кати» киносенче ÿкерĕннĕ чăвашсен пĕрремĕш киноактриси пирки те – Татьяна Степановна Бурашникова пирки - ачасем интереслĕ информацисем тупса пĕр-пĕрне паллаштарчĕç. Чăваш киноактрисине пирĕн çĕр-шывра кăна мар, ют çĕр-шывсенче те кăтартни тĕлĕнтерчĕ те, мăнаçлантарчĕ те. Уйрăмах Матвеева Диана, Орлов Альберт, Спиридонова Ольга, Альгешкин Денис ĕçĕсем пурин кăмăлне кайрĕç.
Тăван ен культурине вĕрентекен Васильева М.Н. ачасем тухса калаçнине Тани Юн сăмахĕсемпе пĕтемлетрĕ: «...Пăхатăп та... эпĕ - телейлĕ. Тен, ĕмĕтсем пурте пурнăçланаймарĕç пуль. Кÿренмеллисем те, хурланмаллисем те пайтах пулчĕç манăн пурнăçра. Çапах та – эпĕ телейлĕ! Мĕншĕн тесен эпĕ - актриса. Актриса! Шутлăр-ха хăвăрах: ĕлĕк чăваш хĕрарăмĕ ун пеккине ĕмĕтленме мар, пĕлмен те вăл ята. Ак эпĕ театрта кăна мар, кинокартинăсенче те вылянă. Эп вылякан спектакльсене, киносене куракансем тăвăллăн алă çупса ырланине хам та нумай илтнĕ. Апла пулсан эпĕ çынсемшĕн питĕ кирлĕ ĕç тунă, вĕсене, çĕнĕ пурнăç тăвакансене, нумай хут ырăпа хавхалантарнă. Çакă мар-и ĕнтĕ пурнăçри чăн-чăн телей?!»
Чăнах та, чăваш халăхĕ талантлă çыннисемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать.