Петĕр Хусанкая халалланă поэзи уявĕ

«Чăваш ятне çĕклесчĕ тетĕп,

Кун-çул тĕллевĕ – çав кăна», – тесе çырнă хăй вăхăтĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Мĕн тери çĕкленÿллĕ те хавхалануллă хайлавсем калăплама пултарнă вăл. Çул çÿреме юратакан Хусанкай Хĕвеллĕ кăнтăрти, Урал таврашĕнчи, Кавказри тата ытти çĕрсенчи малтанхи стройкăсенче, çĕнелекен ялсемпе хуласенче пулнă, унти халăхсене чăваш литературипе, хăйĕн сăвви-юррисемпе паллаштарнă. Пĕтр Петрович чăвашла тĕнче литературисен туслăхне аталантарас тĕлĕшпе чăннипех те паттăр ĕç тунă. Уйрăмах вăл тăванла пăлхар литературине Чăвашра, чăваш литературине Пăлхарта лайăх пĕлсе тăччăр тесе ырми-канми ĕçленĕ. Халăх поэчĕ çавăн пекех Украина, Кавказ, Белорусси, Балтика, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи туслă халăхсен хушшинчи асамат кĕперне хывнă. 177 çыравçа чăвашла калаçтарма хал çитернĕ поэтăмăр. Паянхи кун П. Хусанкай сăввисем 57 чĕлхепе янăраççĕ.

    Чăвашсен мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри – Петĕр Хусанкай /Пётр Петрович Казанков/ - çуралнăранпа кăрлач  уйăхĕн 22-мĕшĕнче 110 çул çитет. Çавна май кăрлач  уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри ватам шкулта 6А тата 7А классенче вĕренекенсем тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэтне халалласа «Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн Сар кайăкĕ»  поэзи уявĕ ирттерчĕç. Мероприятие уçнă май: «Чăваш литературишĕн Петĕр Хусанкай – мухтанмалли пулăм. Унăн пултарулăхĕ анлă, пысăк. Лирик, историк, этнограф, критик, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач – вăл сăмах искусствин пур жанрĕпе те çырнă», - терĕ чăваш чĕлхипе тата литература вĕрентекенĕ Васильева.

     Шкул ачисем куракансене сумлă поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне мультимедилле презентаципе паллаштарса пычĕç. Петĕр Хусанкай тĕрлĕ тапхăрта çырнă хайлавĕсене вулакансем чун-чĕререн каларĕç,  итлекенсене тыткăнлама пултарчĕç Хăпартланса шăрантарчĕç «Сăпка юррине» 6 А класра вĕренекен Ульяновăпа Аливанкина. Ятлă-сумлă артистсенчен нимĕнпе те кая мар.

     Уява хутшăннисем пурте маттур пулчĕç, кашнине ятран палăртса та пĕтереймĕн. Шкул ачисем Петĕр Хусанкай каланă «ЭПИР ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТПĂР» сăмахсене асра тытса хăйсем чăваш пулнишĕн яланах мăнаçланĕç.