Граждан вăрçин паттăрĕ – пирĕн ентеш

Пирĕн ентеш, Граждан вăрçин паттăрĕ, дивизи командирĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Вăл 1887-мĕш çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар уесĕн Будайка ялĕнче çуралнă. В.Чапаев ачалăхĕпе çамрăклăхĕ  Балаково хулинче иртнĕ. Паянхи кун пирĕн ентеше пурте пĕлеççĕ. Çакăнпа пĕрлех вăл кĕске кулăшсен, фильмсен, сăвă-калавсен сăнарĕ.

     Çак паллă куна халалласа  6А класра вĕренекенсем А. Кăлкан çырнă «Алим» пьесăна тишкерчĕç.   Урокра ачасем В.И. Чапаев çинчен çырнă   кĕнекесемпе, ентешĕмĕрĕн  паттăрла ĕçĕсемпе  паллашрĕç, ун пирки халăхра çÿрекен халапсемпе шÿтсене аса илчĕç. Вĕренекенсене В.И. Чапаев ачалăхĕ çинчен пĕлме, ун ячĕпе хисепленекен вырăнсемпе паллашма уйрăмах  кăсăклă пулчĕ. Шупашкара экскурсие кайсан В.И. Чапаев музейне çитсе курас кăмăл çуралчĕ ачасен. Граждан вăрçи паттăрĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн асра юлĕ.