«Чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлекенсем» ăс-хакăл вăййи

     Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 7-9 классенче вĕренекенсем хушшинче  район шайĕнчи  «Чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлекенсем» ăс-хакăл вăййи иртрĕ. Ку ăмăртăва шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе ирттерчĕç. Ăс-хакăл вăййине районти шкулсенче  пĕлÿ илекен  12 ача хутшăнчĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вара виçĕ ача хăйсен пĕлĕвĕпе пултарулăхне тĕрĕслеме кăмăл турĕç: Матвеева (7А), Сарина (8В), Замуткина (9Б).  Вĕсен пурин те хăйсен пĕлĕвне 5 станцире  кăтартмалла пулчĕ. Станцийĕсем çак йĕркепе пулса иртрĕç:

1. «Чĕлхе – халăх мулĕ»;

2. «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллă çыннисем»;

3. «Чăваш сăмахлăхĕ»;

4. «Илемлĕх тĕнчи»;

5. «Пирĕн пултарулăх».

    Жюри членĕсем кашни станцире ĕçлесе илнĕ балсене хушса çĕнтерÿсене палăртрĕç. Пирĕн шкулта вĕренекен Матвеева 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Саринăпа Замуткина 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те ÿсĕмсем тума вăй-хал сунатпăр.

 

 

Фоторепортаж