Петĕр Ялкир – юрлакан поэт

Петр Алексеевич Ялкир ( Тихонов) çуралнăранпа кăçал 95 çул çитрĕ. Ҫав пулăма палăртма нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче поэзипе музыка каçĕ иртрĕ.

Уява 5А класра вĕренекенсем ертсе пычĕç. Класра Петĕр Ялкир сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă, паллă поэт пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан кĕнеке выставки йĕркеленĕ.Çавăн пекех поэт пултарулăхĕпе паллаштаракан электронлă презентаци куравĕ.Поззипе музыка каçĕ П.Ялкирĕн «Салам» сăввипе уçăлчĕ. Емельянова тата Ейков куракансене сăвăç, драматург,тăлмачă пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç. 5А класра вĕренекенсем юрăçăн сăввисене пăхмасăр каларĕç: Иванова, Башкиров, Ефремова, Башкирова, 4Б класра вĕренекенсем хушшинче Манилова, Чумакова палăрчĕç. Поэтăн « Шăшисем» инсценировкине Падюкова, Сорокина (4Б кл.) артистсем пекех ăста выляса пачĕç.

Сăвă вулакнсен конкурса 5Б, 3И,5В класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Данилова, Васюкова, Судакова, Аргандейкин, (5Б кл.); Спиридонова, Михопарова (5В кл). Чи çамрăк сăвă вулакансен шутĕнче 3И класра вĕренекенсем пулчĕç: Мареева, Фролова.

Викторина ыйтăвĕсем çине çаксем хуравларĕç: Емельянова, Крыцов (5А кл), Чумакова, Сорокина, Падюкова, Манилова (4Б кл.), Семенов (5В кл.).

Шкул  ачисем Ялкирăн сăввисене уйрăмах хавхаланса каларĕç. Сăввисене ятарласа ачасем валли çырнă-çке. Сăвăпа юрă ылмашăнса янăрарĕ.

П. Ялкир пуриншăн те ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç. Поэт юрăç сăнарĕ ĕмĕр ачасен, аслисен асĕнче пулĕ.

Иванова, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.