Çĕр-шывăн, нацин, сăвăçсен
Чи пысăк пĕрлĕхĕ – чĕлхе.
Эпир чăваш чĕхипелен
Кăкарăннă ĕмĕрлĕхе.
Петĕр Хусанкай
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Çак куна 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе палăртма пуçланă. Çĕр çинче 6 пине яхăн чĕлхе теççĕ. Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ тата вăл нацин уйрăмлăхне палăртать.
Чăвашăн та авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Хальхи вахăтчен чăваш чĕлхин пуянлăхне упраса хăварма пултарнă пирĕн халăх..
5Б класра вĕренекенсем вара çак паллă куна халалласа „Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул” класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕç. Ачасем Васильева ертсе пынипе тăван чĕлхен илемĕ, пуянлăхĕ, хальхи вăхăтри пĕлтерĕшĕ пирки тухса калаçрĕç, чăваш çыравçисем çырнă сăвă йĕркисене каларĕç, чăваш чĕлхишĕн ырми-канми тăрăшнă ăсчахсен ĕçĕсене аса илчĕç, вĕсенчен хăш-пĕрисемпе паллашма та кăмăл турĕç. Вĕренекенсем мероприятие А.Юман сăмахĕсемпе вĕçлерĕç:
„Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,
Атте-анне пек эс пĕртен-пĕрре.
Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,
Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!”