"Чĕрĕ сăмах" ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ

    Тăван сăмах  ахах-мерчен,              

Çемçе, ĕлккен тата чечен.

   Таса çăл шывĕ пек сипетлĕ,

                                               Ĕçсе тăранайми пехетлĕ.

В. Круглов

 

    Ака уйăхĕн  5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта  5 –10 классенче вĕренекенсем хушшинче проза  хайлавĕсене пăхмасăр калакансен  "Чĕрĕ сăмах" («Живое слово») ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ.  Конкурса  районти чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Жукова уçрĕ. Вăл чăваш сăмахне юратакансене уяв ячĕпе саламларĕ. Районти чи маттур та пултаруллă ачасем пухăннăшăн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ, пурне те конкурсра ăнăçу сунчĕ.

     Ку ăмăртăва чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене  тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, маттур та пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса районти шкулсенче  вĕренекен 20 ача хутшăнчĕ. Чи матуррисене палăртма чăннипех те çăмăл пулмарĕ: кашниех тĕплĕн хатĕрленнĕ-çке. Маттур вĕренекенсем чăваш прозаикĕсем  çырнă хайлавсене суйласа илнĕ.  Кашни ача  проза сыпăкĕсене чун туйăмĕпе,  илемлĕ вуласа пачĕ.  Çакă вара жюри членĕсене  пушшех те савăнтарчĕ.

   Конкурсантсенчен  çиччĕшĕ пирĕн шкултан: Огонькова (10Б), Мидейкина (9В), Албакова (9Б), Алексеева (7А), Вазиков (6Б), Ухтеров (6Б), Данилова (5Б). Жюри членĕсем вĕренекенсен вулав ăсталăхне ÿсĕмсем тăрăх хакларĕç. Пирĕн шкулта ăс пухакан  Огонькова , Мидейкина, Алексеева 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Данилова хăйĕн ÿсĕмĕнче 5-6 классенче вĕренекенсем хушшинче 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Вĕренекенсем хăйсен хастарлăхне кăтартни савăнтарать, малашне те хайсен пултарулăхне туптани пысăк шанăç  парать.

    Чи  пултаруллисем вара – пĕрремĕш вырăна тухнисем  – район  чысне ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче республика шайĕнче  хÿтĕлĕç. Эпир  вара Даниловăна конкурсăн виççĕмĕш тапхăрĕнче  ăнăçу тата çĕнтерÿ сунатпăр.

 

 

Сăн ÿкерчĕксем