Чăваш чĕлхипе литература эрни

Ака уйăхĕн 20 –мĕшĕ

 

Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ!

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕрремĕш кунĕ пулчĕ.. Кăçалхи çул Аттепе Анне çулталăкне халалласа 7Б класра вĕренекенсем  Вазина ертсе пынипе «Атте-анне панă пехил мĕн виличчен çитет» литература каçне  ирттерчĕç. Литература каçĕнче Ю. Скворцов, Г.Н. Волков  хайлавĕсене ачасем пăхмасăр каларĕç. 4А класс ачисем «Юрататăп, аннеçĕм, сана» юррипе куракансане савăнтарчĕç. 4Б класра вĕренекенсем П. Ялкирĕн «Шăшисем» сценкине питĕ ăста выляса пачĕç. 1Б класра ăс пухакан Герасимова П.Эйзинăн  «Эп хамах» сăввине тăрăшса каласа пачĕ. 3А класри вĕренекенсем «Тутăр пăрахмалла» вăйă вылярĕç.  Капăр чăваш кĕпиллĕ ачасем хăйсене уйрăмах хаваслă тытрĕç. Хĕр ачасем пуçĕсене тĕрĕллĕ шурă тутăр çыхнă. Арçын ачасен пилĕкĕсенче ярапаллă пиçиххисем. Вĕсене яваплă ĕç – чăваш чĕлхипе литература эрнине уçма шаннă-çке. 4А класс вара ташлама ăста пулнипе палăрчĕ.

Епле хитре те ытарлă каланă чăваш чĕлхи çинчен халăхăмăрăн сăвăçисем. Ачасем вĕсен сăввисене тăрăшса, уççăн янраттарчĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

7В класра вĕренекенсем  «Пирĕн тăрăха чăвашсем ăçтан килнĕ?» видеофильм пăхрĕç. Чăваш халăхĕн пурнăçĕ пирĕн тăрăха  куçса киличчен асаплă пулнине çирĕплетрĕç ачасем. Чĕлхемĕре хисеплеме, упраса хăварма чĕнсе каланă йĕркесем кашнин чуннех пырса тиврĕç.

 

 

Ака уйăхĕн 21 –мĕшĕ

 

 Ермолаева 3-мĕш класра «Чăваш чĕлхи-анне чĕлхи» класс сехечĕ ирттерчĕ.

Наукăпа практика конференцин теми: «Тăван ен, савнă ен», «Пирĕн тăрăхри паллă çынсем» (Хĕрлĕ Чутай районне - 90 çул). Ачасем хăйсем хатĕрленĕ презентацисемпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсем питĕ актуаллă темăсене уçса панă. Уйрăмах çаксем тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ: Матвеева (7А кл) «А.Трофимов пултарлăхĕпе кун-çулĕ»., Мидакова (7А кл) «Петĕр Ялкир пултарулăхĕ». Замуткина (9Б кл) «Знаменитые люди Красночетайского района», Стафик (10 Б кл.) «Мăнаçланатăп санпа, асатте)., Васькова, Михопаркин (11К кл.) «Тăван ен, савнă ен».

Пуçламăш класра вĕренекенсем «Янра, чăваш сăвви-юрри» конкурс ирттерчĕç.