Чăваш чĕлхипе литература эрни (малалли)

АКА УЙĂХĔН 22 –МĔШĔ

10-мĕш классенче вĕренекенсемпе  «Сăр çинчи шурăмпуç» темăпа пирĕн тăрăхра çуралнă çыравçăсем çинчен калаçу ирттертĕмĕр. Чи малтан  ачасем Александр Петрович Трофимов пултарулăхĕпе паллашрĕç. Сăвăç 1956 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Литература ĕçне çамрăклах  тытăннă. Сăвăсене пултаруллă педагог чăвашла та, вырăсла та шăрçалать. Унăн питĕ нумай кĕнекесем кун çути курчĕç. Поэт сăввисене  вырăсла, чăвашла вуласа киленчĕç ачасем, анне çинчен çырнă сăввисене пăхмасăр каларĕç. «Ҫунатсăр кăвакарчăн» кĕнекери тĕп сăнар пирки калаçрĕç. А.П.Трофимов пурнăçĕпе  пултарулăхне сăнланă  презентаципе паллашрĕç.

7Б класра вĕренекенсем Хĕрлĕ Чутай районĕ пирки видеофильм пăхрĕç.