АКА УЙĂХĔН 24 –МĔШĔ
Район шайĕнче «Шкул пики-2017» конкурс пулчĕ. Конкурс тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ: çитĕнекен ăрăва тăван культурăна, унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентесси, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.
Ăмăртăва 8,10- мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем 1-мĕш тапхăрта йĕркелÿ комитетне хăйсем çинчен калакан видеоролик ярса панă, чăваш юррине юрланă. Тÿресем чи пултаруллисене 2-мĕш тапхăрта тупăшма суйласа илнĕ.
Пикесем чылай конкурс, тĕрĕслев витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Чăваш халăх юррине юрласа, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе, тăван халăх йăли-йĕркипе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс те туллин хуравласа палăрчĕç. Пĕри тепринчен хастартарах та тăрăшуллăрах пулчĕ.
Пирĕн шкултан конкурса 7 пике хутшăнчĕ. Вĕсем пурте тĕрлĕ номинацие тивĕçрĕç. Куропаткина (10Б) кл. — «Ăс пике», Ионова (10Б) кл. — «Çепĕç пике», Эзенкина (10А) кл. — «Пуçаруллă пике», Федорова (10А) кл. — «Сăпайлă пике», Токшикова (10А) кл. — «Хастар пике», Трофимова (10Б) кл. — «Хÿхĕм пике», Никифорова (8А) кл. — «Вице пике».
Тÿре членĕсем конкурс аван иртнине палăртрĕç. «Паян малти вырăна тухнă шкул пикисене Раççей шайĕнчи фестивальсемпе конкурссене хутшăнтарма та намăс мар. Çавнашкал мелсем тупма тăрăшмалла та», - палăртрĕ Мареева хĕр-упраçăн пултарулăхне хакланă май.
АКА УЙĂХĔН 25 –МĔШĔ
Викторина-ăнсăрту элеменчĕллĕ, пĕлÿ паракан вăйă. Ǎна кружок занятийĕсенче, чăваш чĕлхине халаланă уявсенче, пĕр-пĕр пысăк темăна вĕреннĕ хыççăн урокра ирттерме пулать. Паянхи кун тĕрлĕ темăллă викторинăсем иртрĕç: «Çут çанталăка кам лайăхрах пĕлет?», «И.Я.Яковлев-чăваш халăхĕн Прометейĕ», «Пĕлетĕр-и эсир Хĕрлĕ Чутая». Васильева ирттернĕ «И.Я.Яковлев-чăваш халăхĕн Прометейĕ» викторинăра 7А,5Б класра вĕренекенсем хушшинче1-мĕш вырăна-Матвеева (7А) кл, Наумова (5Б) кл, 2-мĕш вырăна –Мидаков (7А) кл., Николаев (5Б) кл., 3-мĕш вырăна_- Чамжайкин, Мидакова, Абакумова, Спиридонова йышăнчĕç. «Çут çанталăка кам лайăхрах пĕлет?» викторинăра ачасем ÿкерчĕксем турĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Çут çанталăк пулăмĕсем çинчен пĕлсе палăрнисем: Чумакова, Манилова, Падюкова, Сорокина (4Б) кл. Викторинăсем ирттернĕ чухне ачасене кичем пулмарĕ, ăмăртакансем хăйсене ирĕклĕ туйрĕç. «Викторинăсем ирттерни вĕренÿре, произведенисене вуланă чухне тимлĕ пулма вĕрентеççĕ»,- терĕç ачасем.