Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Эс чи пахи, эс – чун уççи.
Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Çак чĕлхепе эп калаçатăп,
Куллен çыратăп та вулатăп,
Çак чĕлхепе эп мухтанатăп,
Куллен-кунах ăса туптатăп.
Тăван чĕлхе, тăван сăмах,
Сана упратăп чĕремрех.
Мана вăй кÿрен яланах,
Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхех!
3- мĕш Б класра чăваш чĕлхипе литература эрнине халалласа «Чăваш чĕлхи-анне чĕлхи» класс сехечĕ иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вуласа пачĕç, илемлĕ ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕç.