Хальхи вăхăтра шкултан вĕренсе тухакансен хĕрỹ тапхăр пырать - вĕсем патшалăх экзаменĕсене тытаççĕ. Кăçал районти шкулсенчен 11-мĕш класран 56 ача вĕренсе тухать. Паян вĕсем вырăс чĕлхипе пурин те тытмалли экзаменра пĕлĕвĕсене тĕрĕслĕç. Тăватă сехете яхăн пыракан экзаменра ачасен тĕрлĕ ыйтусем çине хуравламалла тата панă текст тăрăх хăйсен шухăшĕсене палăртса сочинени çырмалла. Хальччен вунпĕрмĕшсем математикăпа база (пурин те тытмалла) тата профиль экзаменĕсене тытрĕç. Вĕсен кăтартăвĕсем июнĕн 14-мĕшĕнче тата июнĕн 16-мĕшĕнче паллă пулĕç. Суйласа илмелли экзаменсенчен хĕрлĕчутайсем ытларах обще-ствознани предметне кăмăлланă - июнĕн 5-мĕшĕнче 40 яхăн ача ăна Етĕрне хулинче тытнă.
Июнĕн 7-мĕшĕнче Етĕрнерех 13 ача физикăпа, икĕ ача литературăпа патшалăх экзаменĕсене тытнă. Асăннă предметсен кăтартăвĕсем июнĕн 22-мĕшĕнче паллă пулаççĕ. Çитес вăхăтра выпускниксен экзаменсем биологипе (июнĕн 13-мĕшĕнче), ют чĕлхесемпе (июнĕн 13-16-мĕшĕсенче, çырса тата сăмахпа каласа), историпе тата химипе (июнĕн 19-мĕшĕнче) тытмалла. Июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен экзаменсен ре-зерв кунĕсем пулаççĕ. Çак кунсене чирленĕрен, пĕр кунтах икĕ экзамен пулнăран е пĕр-пĕр предметпа экзамен тытайманнисене валли уйăрнă.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"