Юпа уйăхĕн вун пĕрмĕшĕнче пирĕн шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Çак шкулти вĕрентекенсем Архипова Вероника Николаевна, Иванова Вера Егоровна, Васильева Марина Николаевна, Вазина Нина Маркеловна уçă уроксем ирттерчĕç. Архипова В.Н. 3А класс ачисене «Предложени тĕп членĕсем» темăна уçса пачĕ. Васильева М.Н. 8А класра «Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем» темăна вĕрентрĕ. Нина Маркеловна тăван литература урокĕ ирттерчĕ. Вăл 6В класс ачисемпе «Усал утпа, ырри çуран çÿрет» темăпа килĕшсе А.Смолин çырнă «Ан вĕлер, ан суй, ан сут» тата П.Эйзинан «Кураканни курать» сăввисене пăхса тухрĕ. Ачасем çын кăмăл-туйăмĕн пахалăхне - ыр камăллăха, тÿрĕ чунлăха, юлташлăха - сăвăçсем тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе, сăмах çаврăнăшĕсемпе палăртнине ăнланма вĕренчĕç. «Çын» тат «Этем» сăмахсен уйрăмлăхĕсене палăртрĕç. Иванова В.Е. та тăван литература урокĕ ирттерчĕ. 6А класра вĕренекенсем «Тус тени ĕмĕрлĕхе пултăр» темăна сÿтсе яврĕç. «Юлташсăр çын – тымарсăр йывăç», «Çĕр сум пуличчен: çĕр тус пултăр» тесе пĕтĕмлетрĕç.
Юлашкинчен РМП ертÿçи Жукова Л.В. пурне те ăшшăн тав турĕ, ăнаçусем сунчĕ, çакăн пек тĕл пулусен усси пысăк пулнине çирĕплетрĕ,
Вазина Н.М., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ