Çак кунсенче районти пултаруллă та маттур шкул ачисене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн ятран паракан стипендине парса чысланă. Ырă йăла тăрăх, районти вунă шкул ачи кăçал та Николай Малов депутатăн стипендине илсе тăрĕ. Вĕсем: Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен Александр Даниловпа Татьяна Фондеркина, Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекен Андрей Семеновпа Татьяна Ефремова, Атнар шкулĕнчи Ольга Ухлейкина, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Татьяна Максимова, Игорь Стафик, Алена Пименова, Анастасия Судакова тата Светлана Пахинова. Çакăн пек стипендие тивĕçни çамрăксемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл малалла аталанма пулăшать. Çавăн пекех депутат стипендине тăрăшуллă вĕрентекенсем те тивĕçнĕ.
А Карпова