Чăваш наци конгресĕнче ĕçлекенсем - пирĕн хăнасем

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн шкулта Чăваш наци конгресĕнчен, Чăваш наци тĕрĕ музейĕнче ĕçлекенсем хăнара пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ушкăнсем çине  пайланса ачасем умĕнче мастер-класс пачĕç. Уйрăмах ачасене чăваш тĕрри кăткăслантарчĕ. Пирĕн тăван ен ĕлĕк-авалтан тĕрлес енĕпе палăрса тăнă. Кульева Н.З. чăваш халăх тĕррин историйĕпе  паллаштарчĕ. Салфетка, кĕрÿ тутри, сурпан, кĕскĕ, сарă çинчи  эрешсен пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарчĕ. 

 Пурнăç юрăсăр пулмасть. Юрăпа ташă пĕр-пĕринпе килĕшсе тăнине Р.В.Степанова тата Н.Викторовна çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем  ачасене ташлама вĕрентрĕç. Юлашкинчен ĕçлĕ тĕл пулу вĕçĕнче ачасем хаваспах «Илемлĕ, илемлĕ…» юрăпа  чăваш ташшине ташларĕç. Ачасемшĕн çак тĕл пулу усăллă пулчĕ.