Республика чысне хỹтĕлĕç

Январĕн 31-мĕшĕнче Етĕрнери "Присурье" ФСК-ра 2006-2007 çулсенче çуралнă çамрăксен командисем хушшинче мини-футболла выляс енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен республикăри тапхăрĕ иртнĕ. Ăмăртусене республикăри 9 - Элĕк, Çĕмĕрле, Çĕрпỹ, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен пĕрер, Етĕрне тата Шупашкар хулисенчен икшер - команда хутшăннă.

Палăртмалла, хĕрлĕчутайсен футболисчĕсем - Вадим Иванов (капитан), Юрий Канцеляров, Даниил Медведев, Даниил Ульянов, Артем Трифонов, Дима Михуткин, Рома Романов, Дима Ульянов, Рома Максюткин, Демьян Павлов, Арсений Абакумов, Артем Кагайкин, Никита Ильин, Арсений Зайцев (тренер-преподавателĕ - В.Герасимов) - чи лайăх кăтартусемпе пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăма пултарнă.

Халĕ Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен çамрăк спортсменсем республика чысне Атăлçи федераци округĕн ăмăртăвĕсен финал тапхăрĕнче хỹтĕлĕç. Вăл Чулхула облаçĕнчи Городец хулинче иртĕ.

Райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак ăмăртусене шкул ачисене футбол вăййисене явăçтарас тĕллевпе ирттереççĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри "Шкулсене - мини-футбол" программăпа килĕшỹллĕн пулса пырать.

Источник

А.ВАСЮКОВА.