Ыттисемшĕн - ырă тĕслĕх

Нумаях пулмасть районта иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе анлă канашлу иртрĕ, унăн ĕçне хутшăннă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансене наградăсем парса чысларĕ. Хисепе тивĕçнисенчен пĕри - Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Лилия Александровна Матвеева. Пултаруллă педагог çитĕнекен ăрăва вĕрентессипе тата воспитани парассипе нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Хальхи вăхăтра Лилия Матвеева 2 В класс ачисене вĕрентет тата директорăн пуçламăш классемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. "Иккĕмĕшсене вĕрентет" тени Лилия Александровна пĕрремĕш класра чухнех хăйĕн çунатти айне илнĕ 14 арçын ачапа 7 хĕрачашăн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех пулнине, хăйне шанса панă шăпăрлансемшĕн чунне пама хатĕррине пĕлтерет. Эрнере ултă кун, мĕн ир пуçласа уроксем пĕтиччен вăл хăйĕн лара-тăра пĕлмен вĕренекенĕсемпе пĕрле.

Ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те чи малтанах Лилия Александровна питĕ ырă кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Кунпа ĕçтешĕсем те килĕшеççĕ, унсăр пуçне вĕрентекен чăтăмлăхпа тата сăпайлăхпа, çав хушăрах чун çирĕплĕхĕпе те палăрнине, ачасемпе лăпкăн калаçнине, вĕсене кăмăллăн лăплантарма пĕлнине калаççĕ. Ку енĕпе вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Ачасене пĕлỹ тĕнчи тăрăх утăм хыççăн утăм тутарнă май Лилия Александровна вĕсене ташлама-юрлама та хăнăхтарать, шкулти тата район шайĕнчи тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисене хутшăнтарать, район библиотекине е музея илсе çỹрет.

Аслă пĕлỹллĕ, опытлă, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн, ĕçтешĕсен хисепне тивĕçнĕ педагог хăйĕн ĕçĕ пирки çапла калать: "Хуть те мĕнле ĕçре те чи малтанах хăвăнта лайăххи мĕн пуррине кăтартма тăрăшмалла тесе шутлатăп. Учитель маншăн професси мар, пурнăç йĕрки. Вĕрентекенĕн чи малтан ачасен чунне аталантармалла, чăн-чăн çын пулма вĕрентмелле. Эпĕ хамăн вĕренекенсене тĕрлĕ пĕлỹ панисĕр пуçне пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхтаратăп. Хамăн ĕçе, ачасене питĕ юратнăран татăклăн çапла калама пултаратăп: шкул - манăн иккĕмĕш кил".

Хăйĕн ĕçне чунтан юратнăранах кунсерен инçе çула кĕскетсе Турхантан район центрĕнче вырнаçнă шкула васкать вĕрентекен. Кашни кун тăватă-пилĕк урок, ачасем килĕсене саланса пĕтсен те учителĕн ĕç вĕçленмест - класс тулашĕнчи ĕçсене тумалла, тетрадьсем тĕрĕслемелле, тĕрлĕ хутсемпе лармалла (паянхи кун шкул ĕçченĕсен ачасене вĕрентнисĕр пуçне хут ĕçĕ питĕ нумай пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар). Директор çумĕ пулнă май та унăн ыттисен куçне тỹрех курăнман чылай ĕçе пурнăçлама тивет. Каçхи пилĕк сехет тĕлне кăна шкултан тухать Лилия Матвеева, вара киле çитме васкать. Çемьепе пĕрле пулма та вăхăт тупмалла, кил-тĕрĕшри ĕçсене те пурнăçламалла, выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла...

Учителĕн çăмăл мар, анчах та пĕлтерĕшлĕ те пархатарлă ĕçне суйласа илсе Лилия Александровна чăннипех те йăнăшман. Кашни ачана хĕвел вырăнне хурса йышăнать вăл, вĕсене хăйсен çутă та ырă енĕсене кăтартма майсем туса пама тăрăшать.

А.КАРПОВА.