Тулли яваплăхпа вĕренет

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пур предметпа та аван вĕренекен, пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантаракан вĕренекенсем чылай. Çакăн пек маттур вĕренекенсенчен пĕри вăл - 10А класра пĕлỹ илекен С. Ю. Пахинова.

Светлана пуçламăш классенченех "пилĕк" паллăсемпе вĕренсе пырса пĕлĕвĕ çирĕп пулнине кăтартать. Вырăс чĕлхипе, математикăпа, биологипе район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăнать, ытти предметсемпе - акăлчан чĕлхипе, историпе, чăваш чĕлхипе тата литературипе - призерсен йышне кĕрет. Тин кăна çырма хăнăхакансен республика шайĕнчи конкурсĕнче те çĕнтернĕ вăл.

Вĕренекеншĕн кĕнекепе туслă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ, анчах та тавракурăма анлăлатнипе пĕр-лех спортпа туслашма та, ташлама-юрлама та вăхăт тупмалла. Светлана та, çакна тĕпе хурса, хĕрсен командипе пĕрле волейболла выляма çỹрет. Чылай çул хушши ĕнтĕ музыка шкулĕнче пианинăпа калама вĕренет. Район е республика шайĕнчи чылай акцисемпе конкурссене хутшăнать Светлана. Сăпайлă та ырă кăмăллăскер, тулли яваплăхпа вĕренекенскер маттур хĕрупраç ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

А.КАРПОВА.

Источник