И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă район шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул районти чăваш чунлă вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене наукăпа практика конференцине пухрĕ. Ăна Аслă вĕрентекенĕмĕр 170 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ.

     Программăна Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта  вĕренекенсем уçрĕç. Вĕсем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, чăваш çырулăхĕн ашшĕ ячĕпе чăваш чĕлхине ăса та,  ăша та хывма чĕнсе каларĕç. Унтан районти чăваш чĕлхи тата  литература вĕрентекенсен секци Ассоциацийĕн ертÿçи Жукова Л.В. сăмах илчĕ, килнĕ ачасене конкурсра хутшăнма ăнăçу сунчĕ.

      Наукăпа практика конференцине хутшăннă ачасем хăйсен ĕçĕсене  тăватă секцире хÿтĕлерĕç: 1) «Яковлев сăнарĕ – ÿнер ĕçĕсенче»; 2) «И.Я.Яковлев тата чăваш çырулăхĕ»; 3) «И. Я. Яковлев паллă педагог тата обществăлла деятель»; 4) «И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем». Пирĕн шкултан виççĕмĕш секцире Матвеева Д. (8А) «И.Я.Яковлев çырнă Чун халалĕн тĕп шухăшĕ» ĕçне хÿтĕлесе 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Праулов С. (10Б) вара тăваттăмĕш секцире «Иван Яковлев тата Чутай ен» ĕçĕпе 1-мĕш вырăна тухрĕ. 

      Пултарулăх секцийĕнче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх тунă «Асăмрах çав калавсем» ÿкерчĕксен конкурсĕ пулчĕ. Кунта Петров Евгений (9Б), Индрякова Л. (8В) 1-мĕш вырăнсене  тивĕçрĕç. Илдушкина К. (9Б), Михуткина К. (8В), Еремеева К. (5А) – 2-мĕш вырăнсем.

      Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн «Уçăлма тухнă шăши çури» калавĕ тăрăх 6Б класра вĕренекенсем инсценировка лартса 1-мĕш вырăн йышăнчĕç.

     И.Я.Яковлева халалласа çырнă сăвăсене каласа Николаева Ксения (9В) 2-мĕш вырăна тухрĕ, Огонькова А. (11Б)  – 3 – мĕш вырăна.

     Пултаруллă ачасене чĕререн саламлатпăр. Тăван чĕлхен илемне, тăван сăмах хăватне чунпа туйма пултаракан ачасене малашлăхра  ăнăçу сунатпăр.

 

Васильева М.Н., чăваш чĕлхипе литератури учителĕ.