«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ», посвященный Году культуры в России и Дню чувашского языка

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртмелле. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

2018 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ диктант тексчĕн конкурсне пĕтемлетрĕ, чăваш халăх писателĕ А. Артемьев çырнисенчен хатĕрленĕ текста суйласа илчĕ. Иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене:

Пирĕн шкулта вĕренекенсем диктанта  Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче çырма кăмăл турĕç. Диктант 13.00 сехетре пуçланчĕ. 

Фотоальбом