Иван Яковлевич Яковлев… Çак ят кашни чăвашшăн çывăх. Тăван халăхăн ăс-тăнĕпе те, тĕнче курăмĕпе те, пĕлĕвĕпе те çыхăннă кашни пулăмра унăн витĕмĕ пур. Аслă Вĕрентекенĕмĕр чăвашсене, Атăлпа Урал хутлăхĕнчи сахал йышлă халăхсене тĕнче цивилизацийĕн çитĕнĕвĕсемпе çывăхлатас ĕçре ырми-канми вăй хунă. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – унăн çуралнă кунĕ. Кăçал паллă педагог çуралнăранпа 170 çул çитрĕ. Иван Яковлевич Яковлевăн юбилейне халалласа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул ачисем пысăк уяв ирттерчĕç. Уява 8А класра вĕренекен Матвеева Дианăпа Ермолаев Дмитрий тăрăшсах ертсе пычĕç. Кашни класран тенĕ пекех вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Шкул ачисем анне чĕлхи вăл – тăван чĕлхе пулнине асра тытса тарăн шухăшлă сăвă-юрăпа пухăннисене савăнтарчĕç. И.Я. Яковлевăн «Уçăлма тухнă шăши çури» калавĕ тăрăх 6Б класс артисчĕсем лартнă инсценировка вара куракансене тыткăнларĕ. Вĕрентекенсем те, килнĕ хăнасем те концерт курса савăнчĕç.
И.Я.Яковлевăн мухтавлă ячĕ, ырă ĕçĕсем çамрăк ăру асĕнче пулнине уяв çирĕплетсе пачĕ. Шкулти пуçламăш класс, чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенĕсем Чăваш чĕлхи кунне халалланă уява ăнăçлă йĕркелени курăнчĕ. «Чĕлхемĕр пулсан – эпир мăнаçлă, пуян, хастар та патвар», – тесе палăртрĕç пухăннă вĕренекенсем. Çапла пултăрччĕ, чăвашсем!
Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр. Уява хутшăнма кăмăл тунă вĕренекенсене çирĕп сывлăх, ырă шанăç, вĕренÿре тата пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем, çурхи ăшă кăмăл-туйăм, телей тата ырлăх сунатпăр.
Васильева М.Н., чăваш чĕлхи учителĕ.