Олимпиада çĕнтерÿçисем

   И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕ  пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен регионсем хушшинче куçăм мар мелпе  «Эсĕ чăваш чĕлхи пĕлетĕн-и?» олимпиада ирттерчĕ. Ку олимпиадăна тĕрлĕ шкулта  1-11 классенче тата профессиллĕ вĕренÿ организацийĕсенче  пĕлÿ илекен 500 яхăн вĕренекен хутшăнчĕ. Ачасен пултарулăхне  тата наукăпа  тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланас  туртăма  аталантарас тĕллевпе  олимпиадăра  10 ыйту пулчĕ: панă предложенисенчи пуплев тата шухăш йăнăшĕсене  тупса тÿрлетмелле,  чăвашларан вырăсла куçармалла, предложенисене синтаксис тĕлĕшĕнчен тишкермелле, фразеологизмсене синонимлă пулакан сăмахсемпе ылмаштармалла, чăваш чĕлхи учебникĕсен авторĕсене палăртмалла тата ытти кăсăк ыйтусене хуравламалла.  Пирĕн шкултан олимпиадăна хутшăнма кăмăл тунă ачасенчен 8А класра вĕренекен Матвеева Диана тата 6Б класра вĕренекен Данилова Екатерина çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарчĕç.

    Маттур та пултаруллă вĕренекенсене саламлатпăр, малашлăхра та  тăрăшулăхпа ăнăçу сунатпăр.

Васильева М.Н., чăваш чĕлхи учителĕ.