Ырăлăхран илем çуралать

Кăçал Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пулнă май Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта "Ырăлăхран илем çуралать" ятпа шкулпа унăн территорине хăтлăх кỹрес енĕпе социаллă проект пурнăçлама палăртнă. Ăна пуçараканĕ - шкулăн управлени Канашĕ.

Çутçанталăка юратма тата упрама вĕрентессипе пĕрлех проект вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшне тата вĕрентекенсене пĕрле ĕçлеме явăçтарас тĕллевлĕ. Кунсăр пуçне шкул территорине тата класс пỹлĕмĕсене хăтлăх кỹресси те малта тăрать.

Асăннă проект март-ноябрь уйăхĕсенче пурнăçланĕ. Вăл тăватă тапхăрпа - хатĕрлев (март уйăхĕнче), проект тумалли (апрель), практика (март-сентябрь) тата пĕтĕмлетỹ (октябрь-ноябрь) - иртĕ. Малтанхи тапхăрсем пурнăçланнă та ĕнтĕ. Проектпа килĕшỹллĕн, шкул территорийĕн дизайн тĕслĕхĕсене хатĕрленĕ. Çавна май кашни класа çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Унта ачасемпе ашшĕ-амăшĕ клумбăсем тунă, тĕрлĕ чечек акса илемлетнĕ. Шкул картине те сăрланă вĕсем. Çавăн пекех апрель-май уйăхĕсенче Ырăлăх эрни, "Таса урам" акци иртнĕ. Кĕркунне вара чечек вăррисене çитес çул валли хатĕрлĕç. Сентябрь уйăхĕнче "Пирĕн симĕс урам" ỹкерчĕксен конкурсне, "Чи илемлĕ клумба" тата "Класс кабинечĕн презентацийĕ" конкурссене ирттерме палăртнă.

Юлашки тапхăрта вара, октябрь уйăхĕнче, шкулăн управлени Канашĕ проекта пĕтĕмлетĕ.

Источник

Н.МИДАКОВА.