Питĕркасси ялĕнче пурăнакан А. Р. Судакова кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пултаруллă çамрăксене паракан стипендине илсе тăрать. Хальхи вăхăтра Настя Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10 А класра вĕренет.
Пĕрремĕш класран пуçласа тăххăрмĕш клас таран Анастасия Судакова Питĕркасси шкулĕнче вĕреннĕ, аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, çулсерен район шайĕнчи предмет олимпиадисемпе наукăпа практика конференцийĕсене хутшăннă.
Маттур та сăпайлă хĕрупраçăн республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсем те пур. Çамрăк туристсемпе таврапĕлỹçĕсен республикăри конкурсĕнче çĕнтернĕ вăл, "Манăн çемье" эссе çырса республикăри конкурсăн лауреачĕ пулнă. 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăн призерĕ пулнă. Республикăра иртнĕ "Ростки возрождения" наукăпа практика конференцийĕн çар историйĕн секцийĕнче Гран-при дипломне тивĕçнĕ.
Анастасия Судакова çĕршыв шайĕнчи конкурссене те хутшăнать. Пĕтĕм Раççейри тĕпчев ĕçĕсен "Литературная Россия" конкурсĕнче çĕнтернĕ, физикăпа иртнĕ олимпиадăна та, "Читаем классику в библиотеке" конкурса та хутшăннă.
Пĕлтĕр Настя республика шайĕнче иртнĕ "Миссионер и ученый Иакинф Бичурин" акци-турнире хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Куратпăр ĕнтĕ, Анастасия Судакова темĕнпе те кăсăкланать, ытларах пĕлме, тавракурăмне аталантарма тăрăшать. Унпа пĕрлех вăл шкулти мероприятисене те хутшăнма вăхăт тупать, ачасен обществăлла пĕрлешĕвĕн лидерĕ шутланать.
А.КАРПОВА.