«Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», – тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков. Çак сăмахсене асра тытса Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕнче 6А класра вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи – чи пуян та илемлĕ чĕлхе» интеллектуаллă ăмăртăва пĕтĕм кăмăлтан хутшăнчĕç. Ачасем ушкăнсенче ĕçлесе «Çамрăк чĕлхеçĕсем», «Çунатлă каларăшсем», «Сăмах ăстисем», «Паллă вырăнсем» станцисенче хăйсен пĕлĕвне кăтартрĕç. Хĕрÿ тупăшура чи малти вырăна «Çеçпĕл çеçкисем» ушкăн тухрĕ, иккĕмĕш вырăна – «Яковлев мăнукĕсем» ушкăн, виççĕмĕш вырăна – «Тĕпчевçĕсем» ушкăн. Ăмăрту вĕренекенсемшĕн усăллă пулчĕ.
Тăван чĕлхемĕре юратса вĕренекен, чăвашсен паллă çыннисемпе кăткăсланакан маттур ачасене саламлатпăр.
Васильева М.Н., чăваш чĕлхи учителĕ