Чăваш халахĕн мухтавлă ывăлĕ

Авăн  уйăхĕн  5-мĕшĕ  СССР  летчик-космонавчĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ А.Г.Николаев çуралнă кун.  Кăçал   Чăваш çĕрĕ çинче çуралнă пĕрремĕш космонавт, наци паттăрĕ, пĕтĕм тĕнче пĕлекен тата юратакан çын  90 çул тултарнă пулĕччĕ.

    Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăра асăнса 9А класра вĕренекенсем ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе тава тивĕçлĕ ĕçĕсене презентацилесе паллаштарчĕç.  Виççĕмĕш космонавта Раççейĕн тата ют çĕр-шывсен вун-вун наградипе палăртнă. Унăн хушаматне Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине чи малтан кĕртнĕ. А.Г.Николаев – пирĕн республикăн, Калуга, Каспийск, Махачкала, Нальчик, Ржев, Смоленск, Гюмри, Караганда, Дархан, София, Варна, Петрич, Плавен, Карловы Вары, Буир хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Чăваш Енĕн çăлтăр ывăлĕн ятне Уйăхăн леш енчи кратера, Франц Иосиф çĕрĕн архипелагĕнчи пĕр купола, Антарктидăри хысака, карапсене, нумай-нумай урампа шкула, çамрăк космонавтсен отрядне панă. Шкул ачисем вĕрентекен каласа панине те кăсăклансах итлерĕç.

   5 Б класра вĕренекенсем вара виртуаллă майпа Шуршăла кайса килчĕç, А.Г.Николаев ачалăхĕпе, вĕренÿ çулĕсемпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

   Ентешĕмĕр паттăрлăхне пирĕн яланах асра тытмалла, унран тĕслĕх илмелле. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем.