Ăста оратор

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.

«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсне хамăр республикăн тĕрлĕ шкулĕнчи 7-8 классенче вĕренекен 150 яхăн ача хутшăнчĕ. Республика тапхăрне вара иккĕмĕш кĕретсĕр тапхăрăн çĕнтерÿçисем хутшăнчĕç.

Жюри чи маттур та мал ĕмĕтлĕ 17 ача пултарулăхне курса савăнчĕ. Вĕсем Патăрьел, Вăрнар, Вăрмар, Комсомольски, Елчĕк, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчен тата Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пулчĕç.

Конкурсăн виççĕмĕш тапхăрне хутшăнма Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн 8Б класĕнче вĕренекен Данилова Екатеринăна та йыхравларĕç. Конкурса хутшăнакансемпе пĕрле вăл  «Тăван çĕр-шыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Театр – наци чунĕ» темăсенчен пĕрне шăпа ярса суйларĕ. Ăна  «Театр – наци чунĕ» тема лекрĕ.  Екатерина 8-мĕш класра вĕренекенсем йышĕнче хăйĕн хастарлăхне кăртма пултарчĕ. Ку ÿсĕмри ачасенчен чылайăшĕ конкурсра хăйсен ăсталăхне иккĕмĕш çул кăтартрĕç, çавăнпа та тухса калаçакансем питĕ пултаруллă ораторсем пулни палăрчĕ. Екатерина та залри халăх умĕнче темăна туллин, уçăмлăн,  ĕнентермелле  çутатса пачĕ.  Жюри членĕсем Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Альбина Юрату поэтсем хĕр ачан оратор ăсталăхĕ пуррине палăртрĕç. Екатерина 3–мĕш вырăна тивĕçлипех çĕнсе илчĕ.

Эпир çакăн пек ăста оратор пирĕн шкулта вĕреннишĕн савăнатпăр. Çĕнтерÿçе саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр!