Пултарулăх проекчĕсен хÿтĕлевĕ

Ака уйăхĕн вăтăрмĕшĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекенсем çулталăк пуçламăшĕнче суйласа илнĕ проект ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. «Чăваш литератури» секцире проект хÿтĕлекенсем çиччĕн пулчĕç. Ку ушкăнри вĕренекенсем Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа чăваш поэчĕсен сăввисене ăста каласа пачĕç. Ачасем илемлӗ литературăри хайлавсене ăнланса та пултаруллă каласа пани, поэзи хайлавӗсене ырă сисӗм-туйăмпа йышăнма вӗренни палăрчĕ. Эпир, комисси членĕсем, Архипова Вика, Богатнаева Ольга, Васюкова Юля, Деменьтева Кристина, Майорова Дарья, Трофимова Евгения, Ямскова Евгения хăйсен проект ĕçĕсене аван хÿтĕленине кашнине тивĕçлĕ паллăсем лартса хакларăмăр. Малашлăх çулĕ сирĕн такăр пултăр.