ЭТЕМ ЭТЕМЕ ЭМЕЛ

Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕ     Пĕтĕм тĕнчери ЫР КĂМĂЛЛĂХ кунĕ.  5 Б класра вĕренекенсем çак кун класс сехетне тăрăшсах хатĕрленчĕç. Асăннă мероприяти вырăс çыравçин В.Катаевăн «Цветик-семитветик» юмахне пăхнинчен пуçланчĕ. Кашни ача  хăйĕн шухăшне каласа хăварчĕ, ыр кăмăллăхпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсене аса илчĕ. Тарăн шухăшлă сăмахсенче педагогока наукисен докторĕ Е. В. Васильев: «ЭТЕМ ЭТЕМЕ ЭМЕЛ», –  тесе каланă шухăш тĕрĕссине вĕренекенсем ăнланса илни аван палăрчĕ.  Унтан шкул ачисем чăваш çыравçин   П. Афанасьевăн «Çынна ырă ту» сăввине илемлĕ  вуласа  сÿтсе яврĕç.  Юлашкинчен класс ертÿçи вĕренекенсене  И.Я.Яковлевăн «Ÿкĕт» хайлавăн сыпăне  вуласа ырă сĕнÿсем парса пĕтĕмлетÿ турĕ.

Класс сехечĕ ачасемшĕн кăсăклă та тухăçлă пулчĕ. Вĕсем çĕннине те самаях пĕлчĕç. Çыншăн çын – тус, юлташ тата тăван пулнине, пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса, хисеплесе, хакласа пурăнмаллине ăса хыврĕç.

 

Васильева М.Н.