Юпа уйăхĕн 29–мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе «Чĕлхе пĕлĕвĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕн историйĕ» интернет олимпиада ирттерчĕç.
Интернет олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕн вĕренÿ организацийĕсенче 5-6 классенче вĕренекен 963 ача хутшăнчĕ, вĕсенчен – чăваш шкулĕн 5-6 класĕсенче вĕренекен 553 ача, вырăс шкулĕн 5-6-мĕш класĕсенче вĕренекен 410 ача. Республика тулашĕнче вĕренекен ачасем кăçалхи олимпиадăна 47-ĕн хутшăнчĕç.
Интернет олимпиадăна пирĕн шкул ачисем те кашни çулах хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Кăçал та 5-мĕш класра вĕренекен Архипов Роман, Константинова Екатерина, Максимова Ангелина, Патрикеев Даниил, Пахинов Александр, Сатлайкина Карина, Семёнова Диана, Хорайкина Арианна, Чубайкина Нелли, 6-мĕш класра вĕренекен Вазикова Анна, Матвеев Даниил, Ульянова Арина, Ульянова Анфиса олимпиада ыйтăвĕсене хуравласа хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Жюри х ĕçсене тимлĕ пăхса тухнă хыççăн çакна палăртрĕ: Вазикова Анна (6А) – çĕнтерÿçĕ, Хорайкина Арианна (5А) тата Чубайкина Нелли (5Б) – призёрсем.
Интернет олимпиадăна хутшăннă пур ачана та тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, тăрăшулăх сунатпăр.
Васильева М.Н., учитель чувашского языка