Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ – Чăваш Республикин пуҫлăхĕн Указĕ тăрăх –
Чăваш тĕрри кунĕ. Çак куна халалласа 5А класра тăван ен культури урокĕ иртрĕ. Ку
урокра ачасем чăваш тĕррин асамлă тĕнчипе паллашрĕç. Чăваш тĕрри-эрешĕ
илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлчĕç. Унтан «Чăваш тĕррин азбуки»
викторинăна хутшăнчĕç.
6Б класра вĕренекенсем вара класс сехетĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕн паллă
тĕрĕçин, Альгешкина Елена Семёновнăн, ăсталăхĕпе паллашрĕç. Чăваш тĕррин
техникипе ĕçленĕ ăстаçă "Паха тĕрĕ" фабрикăра хăйĕн ăсталăхне
туптанă. Вăл «Сурпан пĕрле» тата «Тĕрĕллĕ Чăваш ен» акцисене хутшăнма пултарнă. Ачасем Елена
Семёновна чӑваш тӗррине паянхи
тӗнчепе ҫыхӑнтараканӗ, унӑн сумне ҫӗклекенӗсенчен пулнине пĕлчĕç.
Асăннă мероприятисем пурин
кăмăлне те çĕклерĕ. Вĕренекенсем паянхи ăрăвăн
мăн асаттесен туприне упраса хăвармаллине ăнланса илчĕç.
Васильева М.Н., учитель родного языка и
литературы