«Чăваш Енĕн паллă çыннисем» кĕнекесен куравĕ

«Чăваш Енĕн паллă çыннисем» кĕнекесен  куравĕ

Ака уйăхĕн 19 – мĕшĕ. «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» кĕнекесен  куравне шкул библиотекарĕ  Чеченешкина Л.А. хатĕрленĕ. 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем кунĕпех выставкăри кĕнекесемпе паллашрĕҫ. Çĕннине нумай пĕлчĕҫ. Ачасем куравпа кăмăллă пулчĕç.

«В.Г.Толстов –Атнарский-чăвашсен паллă тавра пĕлÿçи» калаçу 7 –мĕш классенче пулчĕ. Чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенсем Хĕрлĕ Чутайри «Çын тата çут çанталăк» музейне пуçарса яраканĕ Валериан Григорьевич Толстов – Атнарский çинчен  тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Паллă тавра пĕлÿçĕ çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕç.

«Пирĕн район çыравçисем: З.Я.Сывлăмпи, Л. Петрова, А.Угольников хайлавĕсем тăрăх ирттернĕ презентаци куравĕпе  районти вулавăш библиотекарĕ Чубайкина Е.Г. паллаштарчĕ.

 

Иванова В.Е., чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ