Ака уйăхĕн 22 –мĕшĕ. «Чăваш чĕлхишĕн хыпса çуннă ăсчах» виртуаллă экскурси.
Ача тăван чĕлхене мĕн чухлĕ лайăхрах,
тарăнрах пĕлет, унăн шухăшлавĕ те тарăнланса, аталанса пырать. Тăван çĕр-шыва,
тăван халăха юратасси те çак шухăшлавпа таччăн çыхăннă. Вĕренекенсем Тăван
республикăри чĕлхе ăслăлăхĕпе тĕпчев ĕçĕсене пуçарса яраканĕсенчен пĕринпе-Тимухха
Хĕветĕрен пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашрĕç. Вăл чĕлхеçĕ,
меслетçĕ, куçаруçă, çыравçă, учебниксемпе вĕренÿ кĕнекисен авторĕ пулнă.
9б
класра вĕренекенсем «Чутай тăрăхĕнчи паллă
çынсем» темăпа буклетсем турĕç. Вĕренекенсем
конкурсра малти вырăна тухас тесе питĕ тăрăшрĕç. Тарăн шухăшлă, илемлĕ те
кăсăклă буклетсем нумай пулнă. Чи пултаруллисем шутĕнче: Еремеева К., Романова
К., Абакумова Е.
Иванова В.Е., чăваш чĕлхи учитлĕ