«Тăван чĕлхе –халăх чунĕн тĕкĕрĕ» проект республикăра 3 –мĕш вырăна тивĕçрĕ

«Тăван чĕлхе –халăх чунĕн тĕкĕрĕ» проект республикăра 3 –мĕш вырăна тивĕçрĕ

Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын çук та пулĕ тĕнчере. Кашни халăх хăй чĕлхине чунтан хисеплет, чи хаклă пурлăх тесе упрать. Хальхи саманара воспитани парас ĕçре актуаллă енсенчен пĕри вăл –  ачана темиçе ĕмĕр витĕр шăранса тухнă мӑн асаттесемпе асаннесен культурине тата йăли-йĕркине тĕрлĕ çăл куç урлă паллаштарасси,  хăй хăш  халăх  çынни пулнине  ăнкарса илме  вĕрентесси. Хĕрлĕ Чутай районĕнче ÿсекен çамрăк ăру, ашшĕ - амăшĕ, ял-йыш хушшинче тăван чĕлхен пĕлтерĕшне сарас тĕллеве тĕпе хурса Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче паянхи вăхăтшăн питĕ кирлĕ проект «Тăван чĕлхе –халăх чунĕн тĕкĕрĕ» пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Проект тĕллевĕ: тăван  халăх чĕлхине, ламран лама  куçса пыракан культурине,  йăли-йĕркине упраса хăварас çул-йĕре палăртасси; районти тĕп шкулта вĕренекенсем валли пуплев тата хутшăну культурине тăван чĕлхепе  аталанма кирлĕ условисем туса парасси.

Ака уйăхĕн 24- мĕшĕнче Муркаш районĕн Калайкаси вăтам шкулĕнче, Республика шайĕнче, Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсене халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6- мĕш фестивалĕ иртрĕ. «Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура Хĕрлĕ  Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкул «Тăван чĕлхе –халăх чунĕн тĕкĕрĕ» проекта хÿтелесе 3 –мĕш вырăна тивĕçрĕ. Проект вĕçленмен-ха, малашлăхра планласа хунă мероприятисене ирттересси хамăртан килет.