«Хĕрлĕ Чутай енĕн паллă çыннисем» курав

«Хĕрлĕ Чутай  енĕн  паллă çыннисем» курав
 Чăваш Енре 2022-мĕш çула Паллă  çынсен çулталăкне халалланă. Тăван халăхăмăрăн  историйĕ аслă та чаплă. Пĕтĕм тĕнче мухтанмалли темиçе пин хастар та маттур ывăл-хĕр çуратса ÿстернĕ чăваш халăхĕ. Вĕсем тĕрлĕ тапхăрта  район, республика, çĕр-шыв е тĕнче шайĕнче палăрнă.  
Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам  шкулта «Хĕрлĕ Чутай  енĕн  паллă çыннисем» курав чăваш чĕлхи эрни тĕлне хута кайрĕ. Вăл шкулăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçтарнă  «Чăваш енĕн сăнĕсем» проектăн 20 стендран тăракан куравăн тăсăмĕ шутланать. Чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕнче вырнаçтарнă курав вара Чутай тăрăхĕнчи 19 сумлă ятпа чăвашла тата вырăсла паллаштарать: Николаев О.А, Логинов А.Р., Индряков И.В., Рожанский Е.И., Яштайкин И.И., Яковлев Г.А., Инжебейкин Ю.И., Иваницкий А.Ю., Данилов А.В., Ярандай Р.С., Воронцов Г.И.,  Тихонов П.А. (Ялкир), Лисаев И.И, Яковлева З.К., Важоров В.А., Толстов-Атнарский В.Г., Данилов И.Я., Моисеев А.С., Элеменкин В.И. Асăннă паллă çынсенчен ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă, пултарулăхĕ тĕрлĕ вырăнта палăрнă, вĕсем район ятне тĕрлĕ шайра çĕкленĕ. 
Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе йĕркеленĕ курав ачасен тавра курăмне аталантарма май парать, кашни вĕрентекенте мăнаçлăх туйăмĕ çуратать.

Васильева М.Н., чӑваш чӗлхи вӗрентекен