2023 çулхи нарăс
уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнчи «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Хĕрлĕ
Чутай вăтам шкулта»
Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх
çук» 1-мĕш фестивалĕ
иртрĕ. Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем –
Чăваш Республикин вĕренӱ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси
вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренӱ
институчĕ» Чӑваш Республикин бюджет учрежденийĕ тата
Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ» муниципалитет пĕтĕмĕшле вĕренÿ автономи учрежденийĕ .
Фестиваль тĕллевĕпе задачисем:
·
чăваш
халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе
паллаштарасси;
·
ачасене
тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси;
·
шкул
ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне
çĕклесси;
вĕрентекенсен паха опытне тупса палăртасси,
унпа ыттисене паллаштарасси. Фестивале
хутшăнакансем:
Фестивальте Чăваш Республикин шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп/вăтам шкул
ушкăнĕсем ăмăртаççĕ.
Шăмат кун,
нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай
вăтам шкулĕнче ирех хăнасем пуçтарĕнчĕç:
ăçтан кăна çитмерĕç, камсем кăна килмерĕç. Пурĕ 33 шкултан тата ача сачĕсенчен,
10 районтан фестивале хутшăнма кăмăл турĕç. Курма килнĕ хăнасем, жюри членĕсем
те чылайăн пулчĕç.
«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивале килнĕ хăнасене учительсен ушкăнĕ юрă-ташăпа
кĕтсе илчĕ. Ун хыççăн чыслă хăнасене шкулпа паллаштарма экскурси йĕркелерĕç.
Хăнасем çак станцисенче пулчĕç: «Чăваш
эрешĕпе Хĕрлĕ Чутай тумĕ» курав., «Наци
стилӗпе тунă сувенирсен куравӗ» , «Çут
çанталăк тата экологи», «Чăваш пурчĕ»
музейсем, « Чăваш тĕрри», «Хурт-хăмăр
ăсти» мастер- классем. Вулавăш.
10 сехетре
фестивале Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн директор ĕçĕсене пурнăçласа пыракан
Архипова В. Н. уçрĕ. Вăл ĕмĕрсем тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке
аваллăхра кăна ан юлтăрчче тесе каларĕ. Хĕрлĕ
Чутай муниципалитет округĕн вĕренÿ начальникĕн заместителĕ Живоев И.Н.
фестиваль пуçланнă ятпа саламларĕ. Халăх умĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ
институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Егорова А.С. тухса калаçрĕ.
Вăл ачасене те, аслисене те Тăван чĕлхи
кунĕпе саламларĕ. Тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕ. Фестивальте
хутшăнакансене тĕрлĕ ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ. "Хĕрлĕ Чутай Ентешлӗхĕн «Чавал»" ертӳҫи –Савинкин В.М, Чӑваш
Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ – Кузнецов А.Н., Чӑваш
наци конгресӗн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн председателĕ– Мареева Ю.П. фестиваль пуçланнă
ятпа саламларĕç. Кăçал « Малашлăхсăр
пуласлăх çук» фестиваль сакăр ăмăртуран
йĕркеленчĕ:
Атьăр
вăййа тухар-и?»
(шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăваш ача-пăча вăййисене
кăтартса пани);
«Халăх хитре – йăлипе» (вăтам классенче
вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр йăли-йĕркине
кăтартса пани);
«Халăх юрри – чунăм уççи» (вăтам е аслă
классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрлани);
«Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш
ташшине ташлани);
«Çĕнĕ варкăш» (2-11-мĕш классенче
вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр пултаруллă каласа пани);
«Халăх йăли – пурнăç йĕрки» (вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса
ирттернĕ уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсене ирттерни);
«Ачалăхри асамат кĕперĕ» (5-11-мĕш
классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕ)
«Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ»
(проекта 1-11-мĕш классенче вĕренекен çемьепе хутшăнса хÿтĕлени).
«Атьăр
вăййа тухар-и?»
ăмăртура шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăваш ача-пăча вăййисене
кăтартса пачĕç. Ача-пăча вăййисем
ачасене çирĕпленме, йышпа пурăнма, ăс пухма, ĕçе хăнăхма вĕрентеççĕ.
Малашлăхшăн тăрăшни пирĕн вăйăсенче сахал мар. Жюри членĕсене малти вырăнсене палăртма çав тери
йывăр пулчĕ.
1-мĕш
вырăн- Мăн Этмен шкулĕ; Муркашри Калайкасси шкулĕ.
2-мĕш вырăн-
«Илем»ушкăн (Комсомольски
муниципалитет округĕ)»; «Шăпарлан» ушкăн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ);
3-мĕш вырăн-«Шевле» ушкăн
(Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ); «Çеçпĕл çеçки» ушкăн (Канаш муниципалитет округĕ).
«Халăх хитре – йăлипе» ăмăртура вăтам классенче вĕренекенсен фольклор
ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр йăли-йĕркине кăтартса пачĕç. Жюри членĕсем ачасем тĕрĕс те
илемлĕ калаçма пĕлнине, хăйсене сцена çинче тивĕçлĕ тытнине, ачасен тумĕпе
йăла-йĕрке содержанийĕ килĕшсе тăнине хакларĕç.
Пĕрремĕш вырăн- Питĕркасси шкулĕ; Муркаш вăтам шкулĕ.
2-мĕш вырăн-
Мăн Этмен шкулĕ» Калайкасси вăтам шкулĕ.
3-мĕш вырăн- Хĕрлĕ Чутай
вăтам шкулĕ; Мăн Сĕнтĕр шкулĕ; Атнар вăтам шкулĕ.
«Халăх юрри – чунăм уççи» ăмăртура вăтам
е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрларĕç. Юрă – халăхăн пысăк
пуянлăхĕ, сăмахлăхăн чи вăйлă аталаннă, анлă сарăлнă тĕсĕ. Вăхăт
иртнĕçемĕн халăх юррисем вара халăхăн асĕнче, чунĕнче юлнă. Пĕрремĕш вырăна Сергеева М. (Çĕмĕрлери вăтам шкул);
Чубайкина Н.( Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ) йышăнчĕç.
2-мĕш вырăн-Гаврилов
А. (Шупашкар хули. 40№-лĕ шкул); Михайлова Д. (Çĕрпÿри опытлă вăтам шкул).
3-мĕш
вырăн-Путякова Ю.(Патăрьел районĕ); Сергеев А.(Çĕмĕрле хули); Савельева К.(
Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ).
«Ай, ташлар-и ташшине…» ăмăртура шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш
ташшине ташларĕç. Чӑваш ташшине кӗвӗ
каласа е ушкӑнпа юрласа савăнтарчĕç. Хӗрарӑмсен, арҫынсен, ватӑ ҫынсен, ҫамрӑксен, хӗрсен ташшисем
пулнӑ. Кашни ташша уйрӑм кӗвӗпе ташланӑ.
Пĕрремĕш вырăн- Çĕнĕ Шупашкар 9№-лĕ шкул; Муркаш вăтам шкулĕ.
2-мĕш вырăн-
Хĕрлĕ
Чутай районĕнчи шкул çулне çитмен ачасен муниципаллă бюджетлă вĕренӳ учрежденийĕ
«Пилеш»; Çĕрпÿри опытлă вăтам шкул
3-мĕш вырăн-
Муркаш
вăтам шкулĕ; Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ.
«Çĕнĕ варкăш» ăмăртура 2-11-мĕш классенче вĕренекенсем
хăйсем çырнă сăввисене пăхмасăр пултаруллă каласа пачĕç. Кашни вĕренекен çырнă
сăвви чуна тыткăнларĕ. Пĕрремĕш
вырăна Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнчи Максимова Инна; Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи Чумакова
А. йышăнчĕç.
2-мĕш вырăн- Михайлова Дарья
(Çĕрпÿри опытлă вăтам шкул.); Швецова С.
(Çĕнĕ Атикасси шкулĕ).
3-вырăн-Варюхин
М.( Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕ); Михеева Ю. (Мăн Этмен шкулĕ); Вашуркина
К. (Питĕркасси вăтам шкулĕ)
«Халăх йăли – пурнăç йĕрки» ăмăртура вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине
тĕпе хурса уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсене ирттерчĕç. Мĕн пурĕ 11 вĕрентекен
пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç.
5-11
классенче чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем уçă уроксем пачĕç.
Конкурсра хутшăнакансем урока мĕнле йĕркеленине, темăна интереслĕ те кăсăклă
пама пултарнине, тăван халăх историйĕпе культурине урок темипе çыхăнтарма
пĕлнине, вĕрентекен пуплевĕн пахалăхне, чăвашла тĕрĕс те таса калаçма
пултарнине, урокра тĕрлĕ меслетсемпе мелсене усă курма, ачасене хавхалантарса
ĕçлеттерме пĕлнипе хакларĕç. Пур вĕрентекен те урока çӳллĕ шайра хатĕрленсе
килнĕ.
Пĕрремĕш вырăн- Альгешкина Т.П. ( Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ); Шишкина
А.С.
2-мĕш
вырăн-Абакумова Л.А., Хохлова Т.А; (Питĕркасси вăтам шкулĕ), Кочеганова
Т.Г.(
Атнар
вăтам шкулĕ).
3-мĕш
вырăн-Яруськина С.В.; Мидакова Н.В.; ГерасимоваЛ.Л.; Ярабаева Т.В. ( Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ);
«Ачалăхри
асамат кĕперĕ» секцире
5-11-мĕш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕ иртрĕ. Телейлĕ ачалăх
çулталăкне халалласа ачасем тĕрлĕ сăрăпа ÿкернĕ ÿкерчĕксемпе конкурса
хутшăнчĕç.
Пĕрремĕш
вырăн – Архипов Р.; Сятрайкина А.( Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ);
2-мĕш
вырăн-Скворцова А. (Çĕрпÿри опытлă вăтам шкул); Савельева А. ( Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ);
3-мĕш вырăн-
Данилова А.(Мăн Этмен вăтам шкулĕ); Иванов Б. (Шупашкр хули. 27№-лĕ шкул);
Ефремова Д. (Муркаш вăтам шкулĕ).
«Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ» проекта
1-11-мĕш классенче вĕренекен çемьепе хутшăнса хÿтĕлерĕ. Пĕрремĕш вырăна Максимова А.( Хĕрлĕ
Чутай вăтам шкулĕ); Романов Д. ( Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ).
2-мĕш
вырăн-Храмова В. (Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ); Кобец К. (Муркаш шкулĕ).
3-мĕш
вырăн-Пахинова К.(Çĕнĕ Атикасси вăтам шкулĕ); Солдаткина К.(Хĕрлĕ Чутай вăтам
шкулĕ); Петрова Е. (Муркаш районĕ.)
Тăван
чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» 1-мĕш фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ акт
залĕнче иртрĕ.Уяв савăнаçлă та хаваслă иртрĕ. Чӑваш наци конгресӗн
хисеплӗ Грамотине çак вĕрентекенсем тивĕçрĕç: Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн директор ĕçĕсене пурнăçласа
пыракан Архипова В. Н., хими вĕрентекенĕ – Мидакова Н.В., чăваш чĕлхи
вĕрентекенĕсем – Васильева М.Н., Иванова В.Е. Чӑваш
наци конгресӗн Тав ҫырӑвӗпе пуçламăш класс вĕрентекенĕсене наградăларĕç:
Каленова И.В., Боготнаева Г.П. "Хĕрлĕ Чутай Ентешлӗхĕн
«Чавал»" Тав çырăвне пуçламăш класс вĕрентекенне Васюкова С.В.,
технологи учительне Захарова И.Е. парса
чысларĕç. Фестивале хутшăннă
пур çынна та тав сăмахĕ калатпăр. Пĕрлĕхре – вăй. Пурте пĕрле туслă ĕçлесен,
пĕр-пĕрне пулăшса пырсан– чăваш халăхĕ вăй илсе малашне те аталанĕ. Тепĕр хут
пурне те ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔ ЯЧĔПЕ САЛАМЛАТПĂР!!!