Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2023» çырчĕç

Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем  «Пĕтĕм  чăваш диктанчĕ-2023»  çырчĕç

Ака уйăхĕн 26 –мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче  Чăваш чĕлхин кунне,  И.Я.Яковлев çуралнăранпа  175 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсем  «Пĕтĕм  чăваш диктанчĕ-2023»  çырчĕç. Диктант текстне Юхма Мишши çырни тăрăх йĕркеленĕ. Чӑваш диктантне чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, вӗренес, аталантарас тата халӑх хушшинче чӑваш чӗлхине сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ачасем хаваспах диктант çырчĕç.

Фотогалерея